КӐР | 10 |
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача...
Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ. Чечен хӗр — никам тӗкенмен, кӳрентермен хӗр. Чечен вӑрман — ҫын пырса таптаман вӑрман. Апла пулсан, ҫеҫенпе чечен пӗр-пӗринчен пулса кайнӑ сӑмахсем мар-ши? Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑмах — ҫеҫен, этем патне кайсан вара апла калама юрамасть, «чечен» темелле. Акӑ мӗн тери пуян та тӗпле пирӗн чӗлхе.
Хушса калани. Кунта вара Юхма Мишшипе килӗшсех каймастӑп. Чечен тени пӗрре те никам тӗкӗнмен хӗре пӗлтермест. Хӑй сӑмахӗ вара «хитре калаҫакан», «шӗвӗр чӗлхеллӗ» ҫынна пӗлтерет пулас. Тепӗр май каласан, питӗ таса, илемлӗ калаҫакан, япшар чӗлхеллӗ ҫын.
Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен…
Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗн кӑҫалхи чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххине» электронлӑлатас ӗҫе пуҫарни. Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне пурӗ 8 том кӗртрӗмӗр — 7, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17. 17-мӗшпе сайт, сӑмах май, паян пуянланчӗ. Ытти томсем те ҫывӑх вӑхӑтра унта лекӗҫ тесе шантаратпӑр. Сӑмахран, 9-мӗш тома туса ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май ку ӗҫӗн (эпир ӑна Ашмаринӑн юбилейӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн) ҫурри пулнӑ та теме май пур.
Унсӑрӑн пуҫне эпир чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисемпе пӗрле Михаил Иванович Скворцовӑн вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине пуҫартӑмӑр.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ.
Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташларӗҫ, сӑвӑ каланӑ.
Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. «Хавал» пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. «Хавал» ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уяча ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Иосиф Дмитриев-Трер режиссера асӑнма палӑртнӑ. Вӑл, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилчӗ. Асӑну каҫӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки Николай Семенов режиссер «Контактра» пӗлтернӗ.
Иосиф Дмитриевӑн пултарулӑхӗ пирки Борис Чиндыков драматург тата ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн вулаканӗсене ҫак уйӑхри номерте пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГИТИС пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑк режиссер валли академи драма театрӗнче вырӑн тупӑнмасть — вара вӑл самай вӑхӑт хушши Ача-пӑчапа ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет, кунта Ф. Павловӑн «Ялта», Н. Терентьевӑн «Хӗрӗме калам — кинӗм илт», А. Чеховӑн «Чарлан» пьесисене хӑйӗнле, чӑваш сцени ҫинчен халиччен курма хӑнӑхманла лартать. 1980-мӗш ҫулсен варринелле вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех Шупашкарти музыка училищинче вӗрентме пуҫлать, сцена ҫинчи калаҫу, хускану вӑрттӑнлӑхӗсемпе пӗрлех чӑвашла пӗлмен ҫамрӑксене чӑваш чӗлхине вӗрентет. Ҫав вӑхӑталлах Чӑвашрадиопа ирсерен чӑвашла пӗлменнисем валли чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаҫатра та унӑн чӑваш чӗлхи урокӗсем пичетленсе пыраҫҫӗ~~».
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхин черетлӗ урокӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ культура учрежденийӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, заняти 18 сехетре пуҫланнӑ.
Чӑваш чӗлхи урокне Артём Федоринчик лингвист ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи вӗренес текенсемпе ӳркенменскер тӳлевсӗрех ӗҫленӗ.
Чӑваш чӗлхи урокӗ унччен те иртнӗ. Малтанхине Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗкре — шӑпах ҫав самант сӑнарланнӑ.
Артём Федоринчик — Кейӳрен (Киевран). Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, чӗлхене хисеплесси унпа массӑллӑ хатӗрӗсем усӑ курнинчен килет. Шкул учебникӗсем ҫеҫ чӑвашла пулсан ачасен те вӑл чӗлхене вӗренес килмӗ тесе каланӑ вӑл титул чӗлхин ят-сумӗ шухӑшланӑ май темиҫе ҫул каялла.
Питӗрти Наци литературисен вулавӑшӗнче (вӑл асӑннӑ хулари Пахча урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «Чӑваш литературин каҫӗ» иртӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв программи Диана Гаврилова ҫыравҫӑн «Ты лучше всех» (чӑв. Эсӗ пуринчен те лайӑххи) ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланипе пуҫланӗ. Дина Гаврилова пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, вӑл Эстонире пурӑнать. Хӑй Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Унӑн кӗнекисенче тӗп вырӑнта — асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ.
Питӗрти чӑваш шур сухалӗсенчен пӗри, Виталий Золотов, та унта хутшӑнмалла. Литература каҫне хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравӗ те йӗркелӗҫ.
Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав.
Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ.
Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет.
Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе!
Геннадий Дегтярёв
***
Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ,
Шевли килет йӑпӑртлӑха.
Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ
Калать пекех: «Таси паха!»
Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ,
Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене,
Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр
Эпир пуҫланӑ ӗҫсене.
Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.
Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук.
Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр?
«Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ».
«Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.
Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ.
Ҫак ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра хускатнӑ. «Паянхи ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхинчен сивӗнсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсем чӑвашла калаҫасшӑн та, чӑвашла вӗренесшӗн те мар. Чӑваш чӗлхине шкула тавӑрас тесе эпир петицисем ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Ку паха, питӗ паха, ҫапах та вӑйпа калаҫтарайӑн-ши ҫамрӑксене, шкул ачисене чӑвашла? Вӑйпа юраттарайӑн-ши чӑваш чӗлхине?», — хускатнӑ пост авторӗ ҫивӗч ыйтӑва.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла таса, илемлӗ, юратса калаҫакан чӑнкӑ ҫамрӑк лидер, кумир (юрӑҫ е блогер) ҫитмест.
«Tatarka e АИГЕЛ тутар чӗлхипе юрлакан юррисем айӗнче час-часах ҫапла комментарисем вулама пулать: «Только ради этой песни я готов выучить татарский язык». Ҫакна вырӑссем ҫыраҫҫӗ. Иккӗленместӗп: тутар ҫамрӑкӗсемшӗн те чӑнкӑ хӗрсем вӗсен/хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗм Раҫҫей илтмелле юрлани чыслӑ та кӑмӑллӑ. Пирӗн ҫамрӑксем валли юрлакан ҫӑлтӑрсем ҫукпа пӗрех, youtube та вӗсен чӗлхипе калаҫмасть», — тенӗ пост авторӗ.
Ютуб чӑвашла калаҫманнине, ҫамрӑксен кумирӗ ҫуккине, сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ тахҫантарах хатӗрленӗ пӗр интервьюра Турцире пурӑнакан Виктор Бычков дизайнер (вӑл — чӑваш) тӗлӗнмелле вырӑнлӑ хускатнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.